Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Калинин наградӑна тивӗҫнӗ иккен. Крым влаҫӗ ӑна «Крыма ирӗке кӑларнӑшӑн» ятарлӑ медаль пама йышӑннӑ.
Александр ҫара 2013 ҫулта кайнӑ, Свердловск облаҫне лекнӗ. Унтан ӑна Ӗренпур облаҫӗнчи Тоцк хулине куҫарнӑ. 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Ростов облаҫне янӑ. Унта вӑл ҫар тивӗҫне виҫӗ уйӑх пурнӑҫланӑ. Шӑпах унта вӑл РФ Хӳтӗлев министерствин медальне тивӗҫнӗ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Етӗрне районӗнчи пайне ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче унпа республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов паллаштарнӑ.
ШӖМӗн Етӗрне районӗнчи пай пуҫлӑхӗ пулма Владимир Фомина шаннӑ. Унччен вӑл ШӖМӗн пуҫиле шырав управленийӗн йӗркеленсе тӑвакан преступленисемпе кӗрешекен районсем хушшинчи пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Унта хӑйне тӳрӗ чунлӑ та ӑслӑ ертӳҫӗпе полицейски евӗр кӑтартнӑ-мӗн.
Культура эткерлӗхӗн ӗскерӗсене (объекчӗсене) упраса хӑварассипе республикӑра епле ӗҫсем ирттернине чӑваш парламенчӗ тишкернине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енре культура эткерлӗхӗ тесе хаклакан 702 ӗскере шута илнӗ. Ҫав шутран 440-шӗ — республика пӗлтерӗшлӗ, 221-шӗ — федераци шайӗнче. 702 объектран 56-шӗ федераци харпӑрлӑхӗнче шутланса тӑрать, 36-шӗ — республикӑн, 80-шӗ — муниципалитетсен. Пысӑк пайӗ, 217-шӗ, — уйрӑм ҫын е пӗр-пӗр предприяти харпӑрлӑхӗнче. Кунсӑр пуҫне хуҫасӑрррисем те пур.
Кӑҫал вунӑ ытла палӑка юсамалла. Ун валли федераци тата республика хыснисенчен 71 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Ытларикунпа юнкун республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов культура эткерлӗхӗ шутланакан Етӗрнери ҫуртсене ҫитнӗ. Авалхи ҫав хулара кӑна, ав, 59 обьект вырнаҫнӑ. Унти тӗп вулавӑш хӑй вӑхӑтӗнчи Земство пухӑвӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1879 ҫултах тунӑ. Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗ 1911 ҫулта туса лартнӑ куҫ пульницин ҫуртӗнче тӗпленнӗ. Пӗлтӗр музея юсама республика хыснинчен ҫур миллион тенкӗ уйӑрнӑ, районтан — 100 пин.
Етӗрне районӗнчи «Сӑр шуҫӑмӗ» кану базинче ӗнер чӑваш чӗлхине вӗренмелли «Хавал» ҫуллахи уйлӑх уҫӑлнӑ. Кӑҫалхипе ун пек мероприятие пиллӗкмӗш ул йӗркелеҫҫӗ.
Уйлӑхра чӑваш чӗлхи урокӗсем йӗркелеҫҫӗ, тӗрлӗ темӑпа лекцисемпе семинарсем вулаҫҫӗ. Вырсарни кун унта тутар историкӗ Айрат Тухватуллин тухса калаҫнӑ. Вӑл тутарсемпе чӑвашсен пӗр пеклӗхӗпе расналхӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Уйлӑха ҫавӑн пекех чӑваш филологӗсем Атнер Хусанкай тата Николай Егоров, Исофи Дмитриев-Трер театр режиссерӗ, Владислав Николаев журналист, Александр Капитонов усламҫӑ, Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗ Надежда Сельверстрова тата ыттисем пымалла.
«Хавала» ҫитме палӑртнӑ ҫынсен хушшинче Чӑваш Енри чӑваш чӗлхи тӑрӑмне темиҫе ҫул хушши тӗпчекен Каталони социолингвисчӗ Эктор Алос-и-Фонт, Окситани юрӑҫи Жан-Марк Леклер, украин лингвисчӗ Артем Федоринчик тата Иран хӑнисем пур иккен.
Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче шкул ачисемпе ача пахчине ҫӳрекенсем регионти ӳсен-тӑран паллисене суйланӑ. «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 районти (Вӑрмар, Елчӗк, Етӗрне, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен), 5 хулари (Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар) 31 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ.
«Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсне пирӗн тӑрӑхри ӳсен-тӑранӑн 63 сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. 14 ача республика палли юман пулмалла тесе шухӑшлать. 6-шӗ пилеше тата ҫӑкана суйланӑ. 5-ӗн – хурӑншӑн, 4-шӗ – хӑвашӑн. 4-шӗ салтак тӳмине палӑртнӑ. Конкурсра курӑкӑн, тӗмӗн 20 ытла тӗсне те тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ.
1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнчи Татьяна Шустова йышннӑ. Шупашкарти 122-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Роман Никитин – иккӗмӗш. Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен Дмитрий Матвеев 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Мария Ветликова, Шупашкарти 5-мӗш ача садне ҫӳрекен Данила Дмитриев, Красноармейски районӗнчи Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Виталий Михайлов лауреатсен ятне тивӗҫнӗ.
Етӗрне районӗнчи Мӑрсакасси ялӗнче ҫуралнӑ Марфа Ефимовна Кузьмина ҫӗртмен 26-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ вӑл. Марфа 6 ҫул тултарсан ашшӗ ҫӗре кӗнӗ.
Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен унӑн. Пӗчекренпех ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ. 80 ҫулта чухне те колхоз ӗҫне хутшӑннӑ. Мӑшӑрӗпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе Павел Тимофеевич Кузьминпа 6 ача ҫуратса ӳстернӗ. Пӗрле 39 ҫул пурӑннӑ.
Халӗ Марфа Ефимовна 8 мӑнукӗпе, вӗсен 3 ачипе киленет. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Ӑна «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Марфа Ефимовна РФ Президенчӗн саламне тивӗҫнӗ. Юбиляра ентешӗсем, тӑванӗсем вырӑнти тӳре-шара, «Пилеш» фольклор ансамблӗ саламланӑ.
Сӑнсем (24)
Республика кунӗнче Комсомольски районӗнчи Киров поселокӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе 2015 ҫул тӗлне республикӑра 100 ФАП уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе 20-шӗ ӗҫлеҫҫӗ. Кун валли республика хыснинчен 41,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Киров поселокӗнчи ФАПра медицина пулӑшӑвӗ памашкӑн йӑлтах пур. Ирина Корнилова фельдшер хӑнасене хӑтлӑ пӳлӗмсемпе паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ФАП 300 ҫынна медицина пулӑшӑвӗ парӗ. Унта кӳршӗ ялтан, Ҫӗнӗ Александровкӑран, та ҫӳрӗҫ.
Кӗҫех Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ФАПсем туса пӗтермелле. Тепӗр 15 ФАПа кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.
Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх музейӗн хальхи ӳнер центрӗнче Китай Халах Республикин сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Унтах чей тутанса пӑхнӑ. ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Китайран килнӗ делегацие чӑваш ҫӗрӗ ҫине килнӗ ятпа саламланӑ.
Вадим Ефимов Китай хӑйӗн культурипе, философийӗпе, тавракурӑмӗпе пуян пулнине палӑртнӑ. Куравра шӑпах ҫаксемпе паллашма май пур та. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ халӑх хӑйсен чӗлхине — чӑваш тата китай чӗлхисене — ӗлӗкхиллех сыхласа хӑварнӑ. Ҫавӑнпа Китай ҫыннисем Республика кунне хутшӑнни Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ.
Куравра — Гуйчжоу тата Аньхой провинцисенчи сӑнӳкерчӗксен ӳнерӗ. Вӗсем Китай Халах Республикин йӑлине, ҫутҫанталӑкне ӳҫса параҫҫӗ.
Чей ӗҫес йӑла та кӑсӑклӑ иртнӗ. Китай ҫыннисем ӑна мӗнлерех ирттермеллине кӑтартнӑ. Вӑй хушакан техӗмлӗ чейе кашниех тутанма пултарнӑ.
Аса илтерер: Китай делегацийӗ хӑйӗн пултарулӑхне Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне, Муркаш, Комсомольски районӗсенче те кӑтартать.
Сӑнсем: влаҫ органӗсен порталӗнчисем (21), Тимӗр Акташӑн (6)
Ҫулсерен пуҫтарӑнакан «Хавал» уйлӑхӗн, вӑл утӑ уйӑхӗнче иртӗ, кӑҫалхи хӑни паллӑ чӗлхеҫӗ тата общество ӗҫченӗ Атнер Хусанкай пулӗ. Аса илтеретпӗр, унта чӑваш чӗлхине вӗрентес тӗллев лартаҫҫӗ. Хальхинче лагерҫӗсем утӑ уйӑхӗн 6–13-мӗшӗсенче Етӗрне районӗнче вырнаҫнӑ «Сӑр шуҫӑмӗ» кану базинче иртӗ. Чӑваш чӗлхине вӗреннисӗр пуҫне программӑна лекцисем, спорт мероприятийӗсем, экскурсисем, ӑсталӑха алла илмелли самантсене кӗртнӗ.
Атнер Хусанкай — 1980 ҫулӗсен вӗҫӗнчи — 1990 ҫулӗсен пуҫламӑшӗнчи наци юхӑмӗн ертӳҫи. Вӑл Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш ертӳҫи пулнӑ, хӑй вӑхӑтӗнче йӗркеленнӗ «Чӑваш наци аталанӑвӗн партине» ертсе пынӑ. 1991 тата 1993 ҫулсенче вӑл хӑй кандидатурине Чӑваш Республикин Элтеперӗ пулма суйлава кӑларнӑ. Пӗрремӗш хутӗнче уншӑн суйлавҫӑсен 46 проценчӗ сасӑланӑ.
Хусанкая чӑваш филологийӗн, культурологийӗн тата ӳнер пӗлӗвӗн специалисчӗ евӗр пӗлеҫҫӗ.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Шӑмат ялӗ уяв кӗрлеттернӗ. Халӑх Акуатуйра савӑннӑ. Шӑмат ҫыннисене саламлама Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, унӑн ҫумӗ Владимир Семенов, районти депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Лариса Спасова, Сергей Малов, Петр Столяров, «Дружба» ЯХПК председателӗ Валерий Григорьев ҫитнӗ.
Уявра чи малтанах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров тухса калаҫнӑ, пурне те ҫак кунпа саламласа сывлӑх суннӑ. Владимир Кузьмин ял тӑрӑхӗнчи чи хастар депутатсене — Лариса Уткинӑна, Клара Офариновӑна, Ирина Ильинана, Николай Михайлова, Юрий Давыдов старостӑна — Етӗрне район администрацийӗн грамотисене панӑ, Шӑматри ветерансен ҫуртӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ Роза Ивановӑна, Зоя Филипповӑна, Мария Ефимовӑна социаллӑ ӗҫченсен кунӗпе саламланӑ, тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Уявра юбилярсене саламлама та манман. Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ӳнер ушкӑнӗсем, «Асамат кӗперӗ» ташӑ ушкӑнӗ сцена ҫинче халӑха савӑнтарнӑ. Чӑваш эстрада артисчӗсем Петр Садовников, Светлана Яковлева тата ыттисем юрӑсем шӑрантарнӑ.
Шӑмат ялӗн волейболисчӗсем 5 командӑпа выляса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |